Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хура тур лашине (Эмине)

Хура-тур лашине
Тытма пӗлес пулать,
Тытма пӗлес пулать анчах мар;
Тытма пӗлес пулать,
Кӳлме пӗлес пулать,
Унсӑрӑн ҫула ҫухатан.

Ыр тӑвансем патне
Кайма пӗлес пулать,
Кайма пӗлес пулать, анчах мар;
Кайма пӗлес пулать,
Килме пӗлес пулать,
Унсӑрӑн тӑван сивӗнет.

Хура-тур лашине
Пӑхма пӗлес пулать,
Пӑхма пӗлес пулать анчах мар;
Пӑхма пӗлес пулать,
Савма пӗлес пулать,
Унсӑрӑн утна ҫухатан...

Тӑван, ай, халӑха
Савма пӗлес пулать,
Савма пӗлес пулать анчах мар;
Савма пӗлес пулать,
Ыр ӗҫ тӑвас пулать,
Унсӑрӑн ятна ҫухатан.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 23:24:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3878 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем